Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Лайăх хěрача (юрă)


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Авторсем: Николай Казаков, Борис Чиндыков
    
Хурăн тăрри, хурăн тăрри силленет.
Хула енчен шухă çил вĕрет.
Кăмăл туйăм чĕтренет,
Чун-чĕре сиксе вĕрет.

Хушса юрламалли:
Эс ан хуйхăр çамрăк каччă, о-о-о-о-о
Эс ан тулхăр, çамрăк каччă, о-о-о-о-о
Санăн савни хулара, а-а-а
Чи сăпайлă хĕрача, а-а-а
Чи сăпайлă, чи именчĕк, чи вăтанчăк,
Чи илемлĕ, чи асамлă, илĕртӳллĕ.
Юмахри пек тĕлĕнтермĕш лайăх хĕрача,
Чи сăпайлă, чи именчĕк, лайăх хĕрача,
Чи вăтанчăк, чи асамлă, лайăх хĕрача,
Юмахри пек тĕлĕнтермĕш лайăх хĕрача.

Хули питĕ пысăк çав, пысăк çав.
Хули питĕ хитре çав, хитре çав.
Ман именчĕк савнинне
Çавăрать пуль çав пуçне.

Хурăн тăрри, ан силен, ан силен.
Шухă çилĕ, ан çиллен, ан çиллен.
Санăн савни хулара
Чи сăпайлă хĕрача.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки